Манса Кай
Светлана Печникова
4:23Эс манпа ""савнилле"" ан выля, Эп ача чухнехи тетте мар. Юрату ялкӑшать ске вутла, Чӗрӳне ан пӗҫеттӗр кавар. Эс манпа хут пек усӑ ан кур, Эп ҫырса чӗрмелли шур хут мар. Юрату вӑл е ҫук, е вӑл пур - Туйӑмсӑр вӑл яраймӗ тымар. Каччӑпа хӗр-пике хушшинчи Туслăхран пуçланать юрату. Юрату вӑл асамлӑх тӗнчи, Ма кӳрет-ши хӑш чух ырату? Эс сăлтавсăр манпа ан шӳтле, Эп текех ҫирӗмри пике мар. Юрату сурана та сиплет, Ун ҫине сапмасассӑн тӑвар.