Notice: file_put_contents(): Write of 667 bytes failed with errno=28 No space left on device in /www/wwwroot/muzbon.net/system/url_helper.php on line 265
Светлана Печникова - Савни | Скачать MP3 бесплатно
Савни

Савни

Светлана Печникова

Длительность: 3:51
Год: 2022
Скачать MP3

Текст песни

Савни, тинкер эс таврана.
Епле тӳлек илемлӗ каҫ.
Савни, пар аллуна мана,
Пĕрле пуласчӗ ир те каҫ.

Эп юратап сана,
Сана ҫеҫ эп савап.
Илемлӗ сан сӑнна
Пӑхса эп савӑнап.
Пӑхсамччӗ ман ҫине,
Йӑл-кул пур кӑмӑлтан.
Мана ҫеҫ савнине
Пӗлтер чун-чӗререн.

Савни, эс пулӗ пирĕшти.
Манӑн чуна эс илтӗн тыткăна.
Ман ҫӑлӑнӑҫ, манӑн хĕвел ҫути
Пулсамччӗ эсӗ яланах.

Ан тив, пӑхса ӑмсанччӑрах
Каҫхи ҫут ҫӑлтӑрсем.
Алла тытсам эс ҫирӗпрех.
Текех ӑна ан вӗҫертсем.