Манса Кай
Светлана Печникова
4:23Эсӗ те килеттӗнччӗ, эсӗ те килместӗнччӗ. Эп ялан кӗтеттӗмччӗ шуҫăм киличчен. Эсӗ те саваттăнччӗ, эсӗ те савмастăнччӗ, Нимӗнте пӗлместӗмччӗ эпӗ сан ҫинчен. Ман халӗ иртрӗ юрату Чечек евӗр шанчӗ туйăм. Санра темшӗн ăнлану Тупаймарăм эпӗ тусăм. Памасть канăҫ пӗр ыйту, Хуравне пӗлесчӗ, тусăм. Мӗншӗн иртрӗ юрату, Иртрӗ те лăпланчӗ туйăм. Эс те калаҫаттăнччӗ, эс те калаҫмастăнччӗ, Ассăнах сывлаттăнччӗ, эп ыйту парсан. Эс те юрататтăнччӗ, эс те юратмастăнччӗ. Чуну маншăн хупăччӗ, пӗлеймерӗм эп уҫма.